Шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, интернет технологийӗсемпе вӗренӳре усӑ курассине аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви тата Вӗренӳ институчӗ чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш ачисен интернет-олимпиадине ирттернӗ.
Интернет-олимпиадӑна хамӑр республикӑра тата унӑн тулашӗнчи 7–9 классенче вӗренекен 1253 ача хутшӑннӑ. Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен 150 ытла ача пулнӑ.
Чӗлхе, литература, культура тата тӑван ен историпе ҫыхӑннӑ ыйтусене чӑваш шкулӗнчи 490 тата вырӑс шкулӗнчи 763 ача хуравланӑ.
Олимпиадӑра мала тухнисене дипломсем парса чыслӗҫ, ыттисем хутшӑннине ӗнентерекен сертификат илӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн пресс-служба ертӳҫи Зоя Яковлева, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ, Владимир Васильев культуролог, Kӳкeҫpu "Бичурин тата паянхи самана" музей пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗ ирттернӗ "Бичурин вулавӗсем" ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ.
ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятине чӑваш историне, культурипе йӑли-йӗркине тата тӑван чӗлхене аталантарас тӗллевпе вӑл тӑрӑхра вуннӑмӗш хут ирттереҫҫӗ.
Конференцин пленарлӑ ларӑвне ЧР информаци политикипе массӑлла коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, культура, нацисен тата архив ӗҫӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Константин Яковлев, ЧНК президенчӗн пӗрремӗш ҫyмӗ Валерий Клементьев, президиум пайташӗсем Юлия Анисимова тата Геронтий Никифоров та хутшӑннӑ. Вӗсем инҫетри тӑрӑхпа видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫу йӗркелерӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен хушшинче К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул, Н.И. Ашмарин ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалласа республика шайӗнчи «Чӑваш чӗлхипе литературин вӗренӳ содержанийӗ» («Тӑван чӗлхепе литература вӑрттӑнлӑхӗсем») Интернет-конкурс иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 138 учитель хутшӑннӑ. Вӗсенчен 7-шӗ тулай чӑваш шкулӗсенчен пулнӑ. Конкурса Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри ертсе пынӑ.
Учительсем чӑваш чӗлхипе тата литературипе 10 ыйтӑва хуравланӑ. «Ыйтусем ҫӑмӑлах пулмарӗҫ курӑнать», — теҫҫӗ конкурса йӗркелекенсем. Унтан уйрӑмах йывӑррисем тесе ҫаксене пӑхмалла тесе палӑртнӑ:
1. Кайраклӑ пайӑр ята кирлӗ формӑна лартса ҫырӑр.
Константин Иванов Чӗмпӗртен Слакпуҫне таврӑнмассерен (Кайраклӑ) кая-кая килнӗ, унта халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ.
2. Чӑваш пуплевӗнче сӑмах майлашӑвӗ окситони ритмӗпе палӑрать тенине мӗнле ӑнланмалла?
3. Предложение вулӑр. Пӗчӗк сӑмах мӗнле пуплев пайне пӑхӑнать.
4. Н.И. Ашмаринӑн 17 томлӑ словарӗнчен илнӗ предложенире нумай пӑнчӑ вырӑнне мӗн ҫырмалла?
Пичче арӑмӗ ман арӑмпа … пулать".
Пурте тӗрӗс хуравланӑ ыйтусем пулман.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта Турци хӑнисем пулнӑ. Вӗсене «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ ача-пӑча вӑййисен композицийӗпе кӗтсе илнӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологипе культурин доценчӗ Оксана Сорокина, Турци ҫӗршывӗнчи Тракия Университечӗн ассистенчӗ Джемалеттин Явуз анатри чӑвашсен йӑли-йӗркине, фольклорне тӗпчес тӗллевпе ҫула тухнӑ.
Ҫавра сӗтел хушшинче хӑнасемпе пӗрле Елена Ефремова, Зинаида Антонова, Мелания Андреева, Владимир Ильин, Зоя Акчурина, Елизавета Михайлова, Людмила Клементьева пулнӑ. Валерий Софронов шкул ертӳҫи, Николай Федоров вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ хӑнасене Пучинке тӑрӑхӗнчи ӗлӗкхи йӑла-йӗркесемпе паллаштарнӑ, паянхи куна мӗнле йӑласем упранса юлни пикри каласа кӑтартнӑ.
Джемалеттин Явуз калаҫӑвне чӑвашла пуҫланӑ. Вӑл Турцири аливи халӑхӗпе чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисенче пӗрпеклӗх нумаййине асӑрхани ҫинчен каланӑ. Ҫак икӗ халӑхӑн пӗрпеклӗ мӗнрен килнине лайӑхрах та тарӑнрах пӗлес тӗллевпе тӗпчев ирттерет иккен вӑл.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Трактор тӑвакансен культура керменӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсен «Шкул шӑпчӑкӗ» республика конкурсӗ иртнӗ. Конкурса йӗркелекенсем шутӗнче Чӑваш наци конгресӗпе Чӑваш Республикинчи учительсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ те пулнӑ.
Чӑваш халӑх юррисене юрлакансен ӑмӑртӑвне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчӗк районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата шкул Ҫӗpпӳ хулисенчен ачасен 11 фольклор ушкӑнӗ, 28 солист, учительсен 6 фольклор ушкӑнӗпе 9 солист хутшӑннӑ.
Солистсемпе фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑхӗн хӑна, салтак, вӑйӑ, ӗҫ, лирика юррисене шӑрантарнӑ. Уяв каҫӗнче сюжетлӑ вӑйӑсемпе юрӑсем, такмаксемпе ташӑсем пӗp-пӗринпе ылмашса пынӑ.
Чӑваш Енри икӗ патшалӑх чӗлхипе те ирӗклӗн те пӗртанлӑ усӑ курма майсем туса пама «Ирӗклӗх» пӗрлӗх ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ — ӑна «Васкавлӑ чӗлхе пулӑшӑвӗ» ят панӑ.
Тӗп тӗллевӗсем: Чӑваш Енре икӗ патшалӑх чӗлхипе те пӗр тан усӑ курма майсем туса парасси; чӑваш чӗлхи халӑх культурин никӗсӗ пулнӑ май ӑна упрасси тата аталантарасси; чӑваш чӗлхи урлӑ халӑха пӗтӗҫтересси; чӗлхе тӗлӗшӗпе ҫураҫулӑха тата калаҫу культурин шайне ҫӗклесси.
Проекта пурнӑҫланӑ май чӗлхе тӗлӗшӗпе пулӑшу парӗҫ — уйрӑм ҫынсене те организацисене те. Ҫав шутра чӑваш чӗлхине право тӗлӗшӗпе мӗнле хӳтӗлеме пулассине ӑнлантарса парӗҫ: кӑтартмӑшсене мӗнле ҫырмалла, суту-илӳре е ытти сферӑра мӗнле усӑ курмалла тата ытти те. «Васкавлӑ чӗлхе пулӑшӑвӗ» проект чӗлхе сакунне пӑснисене палӑртсан патшалӑх органӗсене ҫӑхавсем яма та пулӑшасса шантарать. Унсӑр пуҫне вӗсем тӗрлӗ информацие ыйтни тӑрӑх чӑвашла куҫарма пулӑшасшӑн: хутсене (сӑмахран, бланксене), информаци кӑтартмӑшӗсене, организацисен ячӗсене тата ытти те.
Каласа хӑварас пулать: «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть вӗсем йӗркеленипе «Чувашия-Мед» страхлакан организацире информацие вырӑслисӗр пуҫне чӑвашла та вырнаҫтарнӑ.
Мускавра ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне ирттереҫҫӗ. Унта пирӗн ентешсем те хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапам тӑрӑх ытти халӑх ывӑл-хӗрӗпе пӗрле чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ 200 ытла пултаруллӑ ҫын юрласа та ташласа, карталанса иртесси пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.
Мускаври уява хутшӑнма Етӗрне районӗнчи «Вирьял», «Латус», Шупашкар районӗнчи «Ҫеҫпӗл», «Шемшер Ен», «Туслӑх», «Шурӑмпуҫ», «Шортан», «Толикасинские бабки», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», «Кӑмӑл», Муркаш районӗнчи «Муркаш» тата Шупашкарти «Юрай», «Уяв» пултарулӑх ушкӑнсем тухса кайнӑ. Артистсен юрри-ташшине ҫутатма Чӑваш Енрен Мускава каякан делегаципе пӗрле Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем те ҫула тухнӑ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче историпе филологи факультечӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа уяв иртнӗ.
Факультет ҫaк тапхӑрта чӑваш чӗлхипе литератури, истори тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентекенсен темиҫе-темиҫе ӑрӑвне хатӗрлесе ҫитернине палӑртнӑ май Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров вӗсен йышне М.Я. Сироткин, И.А. Андреев, Н.П. Петров, Г.Е. Корнилов, В.И. Сергеев Л.П. Сергеев, М.Ф. Чернов профессорсен, В.И. Котлеев, Е.Ф. Васильева, А.Е. Горшков, А.С. Канюкова, С.П. Юшков доцентсен ятне асӑнса хӑварать. Уявра, сӑмах май, вӗсене пурне те аса илнӗ.
Уява пухӑннисене Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн Н.Ф. Угасловӑн ӑшӑ саламне конгресс хастарӗ Геронтий Никифоров вуласа панӑ. Вӑл Н. Угаслов ячӗпе факультета чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ҫитӗну тунӑшӑн тата тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫpu ҫитӗнӳсемшӗн тав тунӑ, конгресӑн Хисеп хутне чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ӗҫченӗсене А.
Юпа уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Мускавра тӑван чӗлхене вӗрентекен учительсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Ӑна федерацин тӗллевлӗ программине тӗпе хурса ирттернӗ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрта 43 регионти 182 заявкӑна суйланӑ та икӗ ӗҫе хакланӑ: «Мои методические находки» эссене тата уроксен планӗсене.
Иккӗмӗш тапхӑр витӗр тухнӑ 75 ҫӗнтерӳҫе — 40 финалиста тата 35 хутшӑнакана — куҫӑн майпа иртекен тапхӑра чӗннӗ.
Икӗ куна тӑсӑлнӑ конкурсра Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Макшӑ, Удмурт, Коми республикисен, Тверь, Мускав, Питӗр хулисен, Ханты-Манси автономи округӗн, Кабардин-Балкар, Карели республикисен, Байкал тӑрӑхӗнчи, Ставрополь крайӗнчи, Калуга, Кемӗр, Орел, Омск, Новосибирск, Ӗренпур, Воронеж тата ытти облаҫри педагогсем ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Чӑваш Республикинчен Шупашкарти 43-мӗш шкулти Светлана Тяхмусова, Куславккари 3-мӗш шкулти Валентина Ефимова, Канаш районӗнчи Сухайкасси шкулӗнчи Валентина Иванова кайнӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентеҫҫӗ. Светлана Тяхмусова тата Валентина Ефимова конкурсри пур тапхӑр витӗр те ӑнӑҫлӑ тухнӑ.
Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.
Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.
Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗренекенсем те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсене хӳтӗленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.